Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗ] [Chuvash [Chăwash Respublikin patshalăh gimnĕ] [Turkish translation]
Songs
2024-11-17 04:51:23
Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗ] [Chuvash [Chăwash Respublikin patshalăh gimnĕ] [Turkish translation]
Ҫурхи тӗнче вӑраннӑ чух:
Хаваслӑ кун шӑраннӑ чух,
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Ҫӗршывӑм ҫинчен юрлас килет.
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Асран кайми
Юратнӑ ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Мухтав сана,
Ҫуралнӑ ҫӗршыв!
Яшсем-херсем вылянӑ чух,
Атте-анне ӑс панӑ чух,
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.
Тӑвансемпе пӗрлешнӗ чух,
Чӑваш тӗнчи ҫӗкленнӗ чух,
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Татах та хастар пулас килет.
- Artist:Hymns of Russian Oblasts