State Anthem of the Chuvash Republic - Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗ [Çovaş Respublikin patşaloh gimnö] [Transliteration]
Songs
2024-11-16 18:51:52
State Anthem of the Chuvash Republic - Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗ [Çovaş Respublikin patşaloh gimnö] [Transliteration]
Пӗрремӗш куплет:
Ҫурхи тӗнче вӑраннӑ чух,
Хаваслӑ кун шӑраннӑ чух,
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Ҫӗршывӑм ҫинчен юрлас килет.
Хушса юрламалли:
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Асран кайми
Юратнӑ ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Мухтав сана,
Ҫуралнӑ ҫӗршыв!
Иккӗмӗш куплет:
Яшсем–херсем вылянӑ чух,
Атте–анне ӑс панӑ чух,
Чун савӑнать, чӗре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.
Хушса юрламалли:
Виҫҫӗмӗш куплет:
Тӑвансемпе пӗрлешнӗ чух,
Чӑваш тӗнчи ҫӗкленнӗ чух,
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Татах та хастар пулас килет.
Хушса юрламалли: